Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ. Пур чăваша та чăваш чĕлхи кунĕпе саламлатăп. Пурне те ырлăх сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп.
Çак уява халаласа уроксем хыççăн Л.Г.Романова 6В класра «Чăваш чĕлхи – ман тăван чĕлхе» темӑпа класс сехечĕ иртерчě.Ачасем вӗрентекенпе пĕрле И.Яковлев халалне вуласа тишкерчĕç. Вĕренекенсем И.Я.Яковлев Чăваш халăхне панă çичĕ пил сăмахĕсене астуса юлма тăрăшрĕç, вĕсене малаллахи пурнăçра усă курма шантарчĕç. Раççее юратма, чи пĕчĕк ĕçе те пикенсе ĕçлеме сăмах пачĕç.
Мероприятинче çавăн пекех шкул ачисем чăваш халăх культурипе, кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллашĕç, тĕрлĕ творчествăлла ĕçсене хутшăнĕç, хăйсен пултарулăхне кăтартĕç, илемлĕ чăваш тумне тăхăнчĕç.