Чăваш çырулăхне, чăваш шкулне пурнăç панă, тăван халăха тĕнче цивилизацийĕн шайне çĕклеме ĕмĕтленнĕ Иван Яковлевич Яковлева халалласа Каннашри 6–мĕш шкулта тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.
Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче, чăваш чĕлхи эрнине пĕтĕмлетсе шкулăн хăтлă акт залĕнче концерт пулчĕ. Чи малтанах сцена çинче Макарова Ульянăпа Зиатдинов Айдар «Чăваш вальсĕ» ташларĕç. Унтан Луцевич Богданпа Гаврилова Ирина «Пурнăç урапи чÿхенет» юрра шăрантарчĕç. Уява пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе 6-мĕш «В», 6- мĕш «А» , 4 мĕш «Б» класра вĕренекенсем савăнтарчĕç. Кĕçĕн класри ачасем –Сергеев Егор, Наумов Артем, Николаева Вика, Федорова Настя, Дмитриева Юля, Дмитриева Кира чăваш поэчĕсен сăввисене вуларĕç. Орлова Настьăпа Орлова Аня «Асаннеçĕм асанне», «Анне» юрă юрларĕç. Çавăн пекех, Макарова Ульянăпа Абрамова Катя «Линка-линка» юрă куракансене парнелерĕç. Васильева Настя «Вĕçкĕн Ваççа», Гаврилова Аня «Таван çĕр-шыв» савва вуларĕç. Уява Ильина Дианăпа Данилов Никита ертсе пычĕç.
Шкул ачисем те, курма килнĕ хăнасем те çĕкленÿллĕ кăмăлпа саланчĕç.